Арҫынна чӑвашла калаҫма пӗлни ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ку ӑна вӑрланӑ укҫана тавӑрма пулӑшнӑ.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса пани паллӑ пулнӑ. Вӑл, таксист, пассажира ҫаратма хӑтланнӑ-мӗн.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, преступник, Азербайджанра ҫуралса ӳснӗскер, халӗ Хусанта пурӑнаканскер, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче саккас йышӑннӑ: 32 ҫулхи арҫынна Хусантан Вӑрмар районне илсе ҫитермелле.
Пассажир малти ларкӑча вырнӑҫнӑ, укҫа тӳленӗ те ҫывӑрса кайнӑ. Таксист ҫакӑнпа усӑ курнӑ та. Лешӗн кӗсйинчен енчӗкне туртса кӑларнӑ та 47 пин тенке йӑкӑртнӑ.
Пассажир вӑрансан укҫа ҫухалнине сиснӗ, водительтен ӑна тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ ухмаха пенӗ — нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун хыҫҫӑн пассажир полицие шӑнкӑравланӑ та вӑрӑ нимӗн те ан ӑнлантӑр тесе чӑвашла каласа ӑнлантарнӑ. Таксист заправкӑна кӗнӗ, унта ӑна полицейскисем тытса чарнӑ.
Таксиста тӗрӗсленӗ май унӑн ҫумӗнче енчӗк тупнӑ. Укҫан пысӑк пайне вӑрӑ нуски ӑшне пытарма ӗлкӗрнӗ.
2015 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗн Патӑрьелӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкулӗнче литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинар иртрӗ.
Семинара Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ тата чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗҫ. Унта Патӑрьелпе Шупашкар районӗн чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсем тата Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров, вӑлах Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи хутшӑнчӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Патӑрьелти пӗрремӗш шкул ачисем ҫӑкӑр-тӑварпа тата Первомайски шкулӗн ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Елена Сорокина) юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ чысласа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн шкулӑн акт залӗнче ачасен тата вӗрентекенсен пултарулӑхӗпе паллашрӑмӑр, пӗчӗк концерт куртӑмӑр.
«Ирӗклӗх» тӳре-шарана чӑвашла Конституцие йышӑнма сӗнни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Анчах общество организацийӗн сӗнӗвне шута илесшӗн мар иккен. Кун пирки «Ирӗклӗх» сайчӗ пӗлтерет.
Общество хастарӗсем ку ыйтупа тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хуравӗнче федераци тата регион саккунӗсенче саккунсене икӗ чӗлхепе йышӑнмаллине кӑтартакан ҫирӗп норма ҫуккине пӗлтерет.
Парламентра Конституцин чӑвашла куҫарӑвӗ вырӑслипе пӗр тан пулнине калаҫҫӗ. Прокуратура ҫапла пӗлтернӗ: ЧР Конституцине Раҫҫейӗн патшалӑх чӗлхипе ҫеҫ йышӑнни саккуна пӑснине пӗлтермест-мӗн.
«Ирӗклӗх» патшалӑх инстанцийӗсемпе чӑвашла ҫырӑннӑ. Патшалӑх Канашӗ ҫырӑва чӑвашла хуравланӑ. Прокуратура икӗ чӗлхепе те ҫырнӑ. ЧР Юстици министерстви вырӑсла хуравланӑ. Унта чӑвашла лайӑх пӗлекен профессионал куҫаруҫӑ ҫук-мӗн.
Аса илтерер: общество хастарӗсем ҫакна пӗлтӗр кӗркунне пуҫланӑ. Вӗсем ЧР Конституцийӗ вырӑсла ҫеҫ пулнине, чӑвашла куҫарӑвӗн юридици вӑйӗ пулманнине палӑртнӑ.
Ӗпхӳре юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑвашсен вырсарни шкулӗ уҫӑлнӑ. Ӑна ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара паракан программӑпа ҫӗнетнӗ иккен. Тӗплӗ юсав валли кӗмӗле Марат Хафизов ятлӑ усламҫӑ уйӑрнӑ.
Ҫурта ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара панӑ май усламҫӑ умӗнче влаҫсем кӑштах услови лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Хайхин малтанхи виҫӗ ҫул хушшинче ҫурта тӗплӗн юсамалла пулнӑ тата тара илнишӗн хыснана тӳлемелле. Ӗҫе тӗплӗ пурнӑҫласан арендншӑн пӗр тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ тӳлеттернипех ҫырлахӗҫ. Ҫапла хака 25 ҫуллӑха палӑртнӑ.
Вырсарни шкулне 187 тӑваткал метр лекнӗ. Унта халӗ 140 чӑваш ачи вӗренет. Вӗсем чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеҫҫӗ, литературӑпа паллашаҫҫӗ. Ачасене информатикӑпа ют чӗлхене те вӗрентеҫҫӗ. Декораципе прикладной ӳнерӗн кружокӗ те ӗҫлет.
2014 ҫулталӑк иртсе кайнӑран пӗлтӗрхи пулӑмсене хак пама та вӑхӑт ҫитрӗ. 2014 ҫул Культура ҫулталӑкӗ пек иртнӗрен пӗлтӗр мероприятисен йышӗ сахал мар пулчӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей шайӗнчисем те пулчӗҫ.
Пӑхса илер-ха, хӑш пулӑмсене пирӗн сайт хӑнисем суйларӗҫ. Ыйтӑма эпир чӑвашла тата вырӑсла версисенче ирттертӗмӗр, сире халӑх палӑртнӑ 7 пулӑмпа паллаштарасшӑн.
7-мӗш вырӑнта (5 сас) «Хыпар» издательство ҫурчӗн ертӳҫине Валери Туркая лартни. Асӑнса хӑварас пулать — унччен вӑл уҫӑ ҫыру ҫырнӑччӗ, Алексей Леонтьев ҫак предпритие ытла нумай ҫул ертсе пынишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. «Хыпар» ертӳҫи улшӑннине малтанах халӑх ырларӗ теме пулать, анчах та Чӑваш халӑх поэчӗн малаллахи утӑмӗсем пурне те килӗшсех каймарӗҫ пулас, хирӗҫле калаҫусем ҫурала пуҫларӗҫ.
6-мӗш вырӑна (5 сас) «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» йышӑнчӗ. Пӗлтӗр ӑна иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттернӗ меропритие пурӗ 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, «5»-лӗх 136 ҫын ҫырнӑ.
5-мӗш вырӑна (7 сас) Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах йышӑнчӗ. Вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех пулса иртрӗ — вырӑнти пуп «сӗннипе» парка вырнаҫтарнӑ чӑваш йӑли-йӗрки юпине склада кайса пуҫтарса хунӑ.
Эктор Алос-и-Фонт социолингвист Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ чухнехи икчӗлхелӗх лару-тӑрӑвне тишкернӗ. Ӑсчах ҫитменлӗхсене палӑртнӑ май лару-тӑру икӗ ҫул каяллахинчен лайӑх енне сулӑннине каланӑ.
— Паллӑ мероприятисем ытларах чухне Республика тата Хӗрлӗ тӳремсенче иртеҫҫӗ, — ҫырнӑ Эктор Алос-и-Фонт «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. — Кӑҫал Республика тӳремӗнче Ҫӗнӗ ҫул бульварӗ уҫӑлнӑ. Анчах вӑл тӗпрен илсен Ехрем купса бульварӗнчен куҫнӑ коммерци киоскӗсенчен тӑрать иккен. Киосксенчи информацие вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ. Анчах бульвар лаптӑкӗнче ҫырнисем ытларах чухне — икӗ чӗлхепе.
Социололингвист лару-тӑру икӗ ҫул каяллахинчен лайӑхраххине палӑртнӑ. Вӑл Ехрем купса бульварӗнче «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Шупашкарӑм!» тесе ҫырнине ыррипе палӑртнӑ. Анчах чӑрӑш айӗнче вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ-мӗн. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре икӗ чӗлхепе усӑ курасси лайӑхланнӑ.
Шел те, ытти урамсенче вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ. Эктор Алос-и-Фонт ЧППУра вӗреннӗ. Ҫулталӑк каялла университет икчӗлхелӗхе хӳтелӗнипе палӑрнӑ пулсан кӑҫал вӑл тӗп корпус умӗнчи чӑрӑш ҫине вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ.
Паян Чӑваш халӑх сайчӗ чӑваш саспаллисене Уникодӑн кирилл саспаллисен пайӗнчен илсе усӑ курса ҫырӗ. Кашни хӑна саспаллисене куртӑр тесе пирӗн малашне сайтра ятарлӑ шрифтсем тиенӗҫ.
Саспаллисен кодне ылмаштарни хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем кӑтартса тӑратрӗҫ — эпир вӗсене ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерме тӑрӑшӑпӑр. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра пирӗн сайтри энциклопедиллӗ пайра хӑш-пӗр статьясен ҫыхӑнӑвӗ ҫухалнӑ (юсатпӑр).
Куҫма шутланин сӑлтавӗсем: кирилл пайӗнчи чӑваш саспаллисем — шӑп та лӑп чӑваш чӗлхи валли уйӑрнисем; унччен усӑ курнӑ латин пайӗнчи пӗрешкел саспаллисене чылай шрифтсенче пӗрешкел ӳкерменччӗ — ку вӑл «й» тата «ӑ», «ӗ» саспаллисен мӑйракисене танлаштарсан курӑнатчӗ (уйрӑмах, юнашар тӑнӑ чухне); кирилл пайӗнче те чӑваш саспаллисене ӳкернӗ шрифтсен йышӗ ҫителӗклӗ пулни (унччен вӗсем сахалччӗ те, ирӗксӗрех латин пайӗнчисемпе ҫырма тиветчӗ). Енчен те эсир латин пайӗнчисемпе ҫыракан кивӗ сарӑмпа усӑ куратӑр пулсан — сайтри скрипт вӗсене хӑйех тӗрӗссисем ҫине улӑштарӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра ҫавӑн пекех электронлӑ сӑмахсарсене тата электронлӑ вулавӑша кирилл саспаллисем ҫине куҫарӑпӑр.
Чӑваш Енре ачасем валли Брайль тытӑмӗпе чӑвашла пичетленӗ пӗрремӗш кӗнекесем ҫуралнӑ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ принтера Л.Толстой ячӗллӗ вулавӑш 2011 ҫул вӗҫенчех туяннӑ.
Малтанах ҫак принтерпа куҫ курманнисен саккасӗпе парса литература пичетлеттернӗ. 2014 вулавӑш ӗҫченӗ, куҫ курман Николай Парахин, ертсе пынипе чӑвашла пичетлемешкӗн компьютер брайльне шухӑшласа кӑларас енӗпе ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ.
Ушкӑн Мускаври компанипе ҫыхӑнса ӗҫленӗ, ҫапла майпа ятарлӑ чӑваш алфавитне тунӑ. Кӗҫех куҫ курман ачасем валли чӑвашла кӗнекесем тухнӑ.
Ҫак ушкӑн ку проекта малалла та аталантарасшӑн. 2015 ҫулта вулавӑш ачасем валли Брайль шрифчӗпе чӑвашла вӗренӳ литературине кӑларасшӑн. Ку наци культурине, йӑлине аталантарма, куҫ курманнисене вӗсемпе ҫывӑхлатма пулӑшассине пӗлтерет ведомство.
Куҫ курман ҫынсем Брайль шрифчӗ пулӑшнипе кӑна кӗнеке вулама пултараҫҫӗ. Чӑваш Енре хальччен кун пек ҫынсем чӑвашла вулама пултарайман.
Раштавӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ кӗҫнерникун Красноармейскинче «Хальхи тапхӑрта чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси тата аталантарасси: ҫивӗч ыйтусем тата малашлӑх» темӑпа конференци иртнӗ. Конференцие пирӗн ентеш, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Трак ен ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Николаевич Львов, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество организацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн председателӗ Геронтий Лукиянович Никифоров, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ, Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Юлия Елисеевна Анисимова, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ҫыруҫи Лариса Валерьевна Анисимова, Республикӑра тухса тӑракан «Самант» журнал редакторӗ Владимир Васильевич Степанов, районти шкулсемпе ача сачӗсен ертӳҫисем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, ЧНКан Красноармейскинчи уйрӑмӗн пайташӗсем хутшӑнчӗҫ.
Республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламланисем ытларах енӗпе вырӑсла. Ку йӑлана кӗнӗ япала теме пулать. Пӗлтӗр те ҫаплаччӗ. ЧНК хула администрацине кун пирки ҫыру шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫак лару-тӑрӑва тӳрлетме — чӑвашла ытларах ҫырма шантарнӑччӗ. Чӑн та кӑҫал Республика тӳремӗнче малтанхи пек пӗр вырӑсла кӑна мар, чӑвашла саламлани те пур. Анчах шел те, ҫав-ҫавах Шупашкарти саламсем тӗпрен илсен вырӑсла. Тӗслӗх пек тӗп урамри чарӑнусенче вырнаҫтарнӑ плакатсене илсе кӑтартма пулать — вӗсенче пуринче те «С Новым Годом!» кӑна ҫырса тухнӑ, чӑвашли куҫ умне лекмест.
ЧНК-на ҫакӑн пирки шӑнкӑравласа ыйтнӑ хыҫҫӑн вӗсем кӗҫех ҫак ыйтупа хула администрацине тепӗр хут ҫыру ҫырма шутлани пирки, кунашкал йӗрке вӗсене тивӗҫтерменни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Сӑмах май ыран ЧНК пайташӗсем хулан администрацийӗ ҫумӗнчи ятарлӑ ревизи комиссийӗпе тӗл пулмалла иккен. Унта вӗсем чӑвашла ятсӑр юлнӑ чарӑну ячӗсене ҫырса хурасси пирки, тӗрӗс мар ҫырнӑ ятсене тӳрлетесси пирки калаҫма планланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.